Красноармейски районӗнчи Мӑн Шетмӗ ял тӑрӑхӗнче ҫӗртме уйӑхӗн пӗрремӗш юнкунӗнче «Юнкун пуххи» ирттересси йӑлана кӗнӗ. Кӑҫал та мӑншетмӗсем ҫӗртмен 3-мӗшӗнче ярмӑрккӑна пухӑннӑ.
Район администрацийӗн пуҫлӑхне Андрей Шестакова, Элӗк районӗнчи Чӑваш Сурӑм ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне Петр Павлова, Аркадий Лебедева К.Ивановӑн «Нарспи» поэминчи сӑнарсем Сетнерпе Нарспи ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнӗ. Мӑн Шетмӗ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Полина Николаева тухса калаҫнӑ хыҫҫӑн «Алран кайми аки-сухи» юрра, Раҫҫей, Чӑваш Ен тата Красноармейски районӗн гимнӗсене янӑраттарнӑ.
Сцена ҫинчен юрӑ-ташӑ кайман. Мӑн Шетмӗ клубӗ ҫумӗнчи «Шурӑмпуҫ», Йӗпрем ялӗнчи «Чамыш», Элӗк районӗнчи Чӑваш Сурӑм ял тӑрӑхӗн пултарулӑх ушкӑнӗ, Красноармейски районӗнчи Пикшик ял тӑрӑхӗн ушкӑнӗ юрласа-ташласа халӑха савӑнтарнӑ.
Ӗҫре палӑрнисене район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Шестаков тата Мӑн Шетмӗ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Полина Николаева грамотӑсемпе чысланӑ.
Сӑнсем (49)
Нумаях пулмасть республикӑри шкулсене ҫӗнӗ автобуссемпе тивӗҫтернӗ. ЧР Информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак тӗллевпе 27,5 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Автобус уҫҫисене шкул директорӗсене Михаил Игнатьев тыттарнӑ. Водительсем каланӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ автобуссем хӑтлӑ кӑна мар, ачасен пурнӑҫӗшӗн те хӑрушсӑр. Вӗсенче ҫыхӑну, антиблокировкӑллӑ тормоз, Глонасс пур. Ку автобус сехетне 60 ҫухрӑмран ытларах каяймасть.
Ҫӗнӗ автобуссене Вӑрнар (2), Елчӗк (1), Етӗрне (2), Комсомольски (1), Куславкка (1), Муркаш (1), Патӑрьел (1), Сӗнтӗрвӑрри (1), Ҫӗрпӳ (1), Шупашкар (5), Элӗк (1) районӗсем тивӗҫнӗ.
Кивӗ автобуссем лайӑхах ӗҫлеҫҫӗ пулсан вӗсем шкултах тӑрса юлаҫҫӗ. Сӑмах май, кунсерен 297 шкул автобусӗ пин ялтан 12 пине яхӑн ачана турттарать.
Ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Элӗкре чӑваш эстрада юррисен «Виръял шевлисем» регионсен хушшинчи фестиваль иртӗ. Кӑҫал унта Елчӗк, Комсомольски, Муркаш, Патӑрьел, Ҫӗрпӳ, Улатӑр, Хӗрлӗ Чутай районӗсенчи, Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти пултаруллӑ ҫынсемсӗр пуҫне Чӗмпӗр облаҫӗнчен те килӗҫ.
25 ҫын заявка панӑ. Унта 14-35 ҫулсенчи ҫамрӑксене йышӑнаҫҫӗ. Фестиваль ҫулран-ҫул анлӑланса пырать. Ку таранччен унта 2500 ытла ҫын хутшӑннӑ. «Виръял шевлисем» фестивалӗн истори те пуян. Ара, кӑҫал вӑл 20 ҫул тултарать-ҫке-ха.
Кӑҫал фестивале Чӑваш Республикинчен кӑна мар, чӑваш диаспоринчен те хутшӑнма пултараҫҫӗ. Вӑл икӗ номинаципе иртӗ: солистсем тата ансамбльсем.
Ҫӗнтерӳҫӗсене I, II, III степень лауреат ятне параҫҫӗ. Призерсене вара — дипломант. Жюри Гран-при пама та пултарать. Пурне те унта хутшӑнма чӗнеҫҫӗ.
Ӗнер каҫхине республикӑра аслатиллӗ вӑйлӑ ҫумӑр ҫуни хӑйӗн хыҫҫӑн йӗр хӑварнӑ. Муркашсем ҫутӑсӑр тӑрса юлнӑ ав.
Нумайлӑха мар. Ир енне ҫынсен килӗсенче ҫутӑ пулнӑ. Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, ҫумӑр витререн тӑкнӑ пек ҫунӑ, аслати кӗмсӗртернӗ май Муркаш районӗнчи темиҫе ялта ҫутӑ сӳннӗ.
Авари бригадисем электропередача линийӗсене ҫӗрлех юсанӑ. Ҫӗрлехи 2 сехет тӗлне 1000 пине яхӑн ҫын ҫутӑсӑр ларнӑ. Ирхи 5 сехет тӗлне йӑлтах йӗркене кӗртнӗ.
Тӗрӗссипе, чылай ҫӗрте ҫутта сӳнтерни профилактика пулнӑ. Синоптиксем вара ҫитес вӑхӑтра Чӑваш Енре хӗвеллӗ ҫанталӑк пуласса шантараҫҫӗ. Эрне вӗҫнелле сывлӑш температури 25 градус таранах хӑпармалла-мӗн.
Ҫавӑн пекех Элӗк, Сӗнтӗрвӑрри районӗсенче те хӑш-пӗр ҫӗрте ҫутӑ сӳннӗ.
Ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев районсемпе хуласен администрацийӗсен пуҫлӑхӗсемпе видеоконференци ирттернӗ. Унта ытти ыйтупа пӗрлех ҫураки епле пынине те сӳтсе явнӑ.
Сергей Павлов ял хуҫалӑх министрӗ ҫуртри пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗ тӗлне 194,4 пин гектар ҫинче акнине пӗлтернӗ. Ҫакӑ вӑл планпа пӑхнин 98,1 проценчӗ иккенне пӗлтерет. Вӑрӑлӑх акакан куккуруса министр уйрӑммӑн асӑнса хӑварнӑ. Ку культурӑна 2,1 пин гектар акнӑ иккен. Элӗк, Патӑрьел (100,3%), Вӑрнар (104,2%), Йӗпреҫ, Канаш (100,8%), Комсомольски (100,8%), Пӑрачкав (100,1%), Етӗрне тата Елчӗк районӗсенчи хуҫалӑхсем планпа пӑхнӑ лаптӑкран иртнӗ. Шупашкар районӗнче палӑртнин 87,6 процентне ҫӗннӗ.
Акса-лартнипе пӗрлех тӗштырӑна ҫумкурӑкран тата сӑтӑрҫӑран хӳтӗлес тесе эмел сапма пуҫланӑ.
Элӗк районӗнчи Кӗҫӗн Тӑван ялӗнче чӑвашсен юрӑ уявне паллӑ тунӑ. «Хураҫтӳ» уявне паллӑ тума халӑх нумай пухӑннӑ.
Хураҫтӳ – юрӑ, ӗҫ, спорт, вӑйӑ уявӗ. Ӑна ҫураки вӗҫленсен Акатуй пек те уявлаҫҫӗ.
Мӗнпе ҫыхӑнна унӑн ячӗ? Вӑл Хураҫ ялӗнчи арӑмӗнчен тӑлӑха юлнӑ 60 ҫулти арҫынпа ҫыхӑннӑ. Вӑл Христос тӳпене хӑпарнӑ кун Юпшик Ялтӑрари вилсе чӗрӗлнӗ 18 ҫулти хӗрпе туй тума килӗшнӗ. Ҫавна май ярмӑрккӑна «Хураҫ туй» тенӗ.
Туй кунне Хураҫ ял халӑхне 5 пичке сӑра алтӑрпа ӗҫтернӗ. Туй питӗ лайӑх иртнӗ. Ҫавӑнпа уява «Хураҫтӳ» ят панӑ. Ҫапла ӑнлантарнӑ Элӗк районӗнчи Тавӑт ял тӑрӑхӗн администрацийӗнче.
Эпир кӑҫал «Шан мана, тӗнче!» интернет конкурс йӗркелерӗмӗр. Унӑн тӗллевӗ — ачасемпе ҫамрӑксене тата чӑваш чӗлхипе литературине, культурине вӗрентекенсене чӑваш халӑхӗн кун-ҫулӗпе кӑсӑклантарасси, литература пултарулӑхне аталантарасси, тӑван тавралӑхра пулса иртекен чи кӑсӑк енсене илемлӗ литература мелӗсемпе уҫса пама хавхалантарасси. Литӑмӑртӑва пӗтӗмлетме те вӑхӑт ҫитрӗ ӗнтӗ.
Ушкӑнсем кӑҫал нумаях пулмарӗҫ — хайлавсем сахалтарах килчӗҫ ҫав. Апла-и, капла-и, пурӗ 39 сӑвӑ-калав йышӑнтӑмӑр. Хаклав ӗҫне ЧПГӐИ ӗҫченӗ, чӑваш ҫыравҫи Альбина Мышкина тата Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп администраторӗ Аҫтахар Плотников хутшӑнчӗҫ. Пӗтӗмлетнӗ май ҫак хутшӑнакансене саламлама пулать:
6–7 классем:
1 вырӑн: Анастасия Киршевӑн «Мӑнуксем патне янӑ салам» сӑвви (Муркаш районӗ);
2 вырӑн: Юлия Вазюковӑн «Чӑваш ҫӗрӗ, пурӑн ӗмӗр» сӑвви (Сӗнтӗрвӑрри районӗ, Ӗсмел шкулӗ);
3 вырӑн: Наталия Париковӑн «Рейхстаг умӗнче» сӑвви (Хӗрлӗ Чутай районӗ, Штанаш).
8-мӗшрисем (сӑвӑ хайлас енӗпе):
1-мӗш вырӑн: Шупашкарти 1-мӗш гимназире вӗренекен Никита Леонтьев («Ҫеҫпӗл патне ҫырнӑ ҫыру»);
2-мӗш вырӑн: Красноармейски шкулӗнче вӗренекен Анастасия Алексеева («Амӑшсем кӗтеҫҫӗ макӑрса.
Паян, ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Шупашкарти Мускав проспекчӗн 31Б («Ҫеҫпӗл» кинотеатра хирӗҫ) ҫурчӗ ҫине Паллӑ чӗлхеҫӗн Иван Андреевич Андреевӑн асӑну хӑмине ҫакма палӑртнӑ. Пуҫламӑшӗ 15:00 сехетре.
Андреев Иван Андреевич 1928 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Элӗк районӗнчи Хитекушкӑнь ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Пирӗнтен 2011 ҫулхи раштавӑн 31-мӗшӗнче уйрӑлса кайнӑ. Вӑл хӑй вӑхӑтӗнче Василий Георгиевич Егоров патӗнче аспирантурӑра вӗреннӗ. Наукӑпа тӗпчев институтӗнче чӗлхе пай пуҫлӑхӗ пулнӑ, 30 ҫул Чӑваш патшалӑх университетӗнче студентсене вӗрентнӗ, декан пулса ӗҫленӗ. Юлашки вӑхӑтра Республикӑри вӗрентӳ институтӗнче вӑй хунӑ. Чӑваш чӗлхин синтаксисне, морфологине, сӑмах пулӑвне, орфографипе пунктуацине тӗпчесе 200 ытла ӗҫ, учебниксем ҫырса пичетленӗ.
Муркаш районӗнчи Ҫатракассинчи вӑтам шкулта надзор органӗсенче тӑрӑшакансемпе тӗлпулу иртнӗ. Ҫакӑн пек майпа 6–11-мӗш классенче вӗренекенсем усӑ курма пултарнӑ.
Ачасемпе курнӑҫма Шалти ӗҫсен министерствин районти пайӗн пуҫлӑхӗ Е.И. Плечов, ҫар комиссариачӗн Муркаш тата Элӗк районӗсенчи пайӗн комиссарӗ А.А. Кочуров, район прокурорӗ С.В. Павлов, РФ Инкеклӗ ӗҫсен министерствин районти уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ Ю.К. Косачев, суд приставӗсен районти пайӗн пуҫлӑхӗ А.Г. Ильин пырса ҫитнӗ. Вӗсемсӗр пуҫне районти тӗп пульницӑн тӗп тухтӑрӗ Н.А. Кожевников тата райадминистрацин вӗренӳ пайӗн пуҫлӑхӗ З.Ю. Дипломатова пулнӑ.
Йӗрке хуралӗнче тӑрӑшакансем ачасене преступлени ҫулӗ ҫине тӑрасран асӑрханма вӗрентнӗ май сиенлӗ йӗркерен пӑрӑнас тесен: «Ҫук», — теме пӗлмеллине палӑртса хӑварнӑ. Вут-ҫулӑмра асӑрханмалли пирки те калаҫнӑ. Правасемпе пӗрлех яваплӑх пирки асра тытмалли прокурор ӑнлантарнӑ.
Сӑнсем (8)
Ҫӗнтерӳ ҫывхарнӑ май республикӑра мероприятисем нумай иртеҫҫӗ, палӑксене юсаҫҫӗ. Элӗк районӗнчи Кивуй Этмен, Мӑн Этмен, Шуркасси, Вылпасар ялӗсем те айккинче юлман.
Асӑннӑ ялсем «Хуйхӑракан амӑшӗ» архитектура композицине реставрацилеме шутланӑ. Палӑка Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ывӑлӗсене ҫухатнӑ амӑшӗсене халалласа лартнӑ.
Палӑка реконструкцилес ӗҫе Шӗмшеш ял тӑрӑхӗн администрацийӗнче сӳтсе явнӑ. Халӑх айккинче пӑхса тӑман – кам пултарнӑ, ҫавӑ пулӑшнӑ. Ҫынсем укҫа пухнӑ.
Кивуй ялӗнчи хастар ҫынсем С.П.Волков, А.И.Илларионов, Т.В.Александров, Ю.В.Николаев, Ю.В.Федоров, М.В.Мокин, А.Н.Яковлев палӑка сӑрланӑ, шпаклевка, штукатурка тунӑ, бетон янӑ, плитка хунӑ, ҫӳп-ҫапа пуҫтарнӑ.
Кирпӗч стела ҫинче ветерансен ячӗсене ҫырмашкӑн мрамор плитасем хунӑ. Ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗччен палӑк тавра карта тытса, плиткӑсем хурса, чечексем лартса пӗтересшӗн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.08.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 27 - 29 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Альберт Канаш, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Илья Арсентьевич, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чиндыков Борис Борисович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Дегтярёв Геннадий Анатольевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Азизов Загид Керимович, географи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |